
Чӑваш Енре пӗр кинемей дачӑна кайма тухса кӗрт ӑшне путса ларнӑ.
Пӑтӑрмах нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 75 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарти «Туслӑх» сад юлташлӑхне кайма тухнӑ. Вӑл дача ҫуртне кайса пӑхас тенӗ. Ҫула ҫил-тӑман хӳсе лартнине пӑхмасӑрах ватӑ 2 ҫухрӑм ытла утма пултарнӑ-ха, анчах кайран вӑйран кайнӑ.
Кинемее пулӑшма (хӑех телефонпа шӑнкӑравласа пулӑшу чӗннӗ-ши, хыпарта ун пирки каламан) 11-мӗш пушарпа ҫӑлав пайӗн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем ватӑ ҫынна наҫилкка ҫине хурса васкавлӑ пулӑшу машини патне йӑтса тухнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ радио ӗҫлеме ирӗк илнӗ: «Радио Вера» тата Relax FM. Ҫапла йышӑну тунӑ федераци конкурс комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче.
Сӑмах май, ҫак икӗ радиостанци пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта эфира тухма ирӗк илнӗ. «Радио Вера» — тӗн тата культура радиостанцийӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Раҫҫейри 142 хулара тата ют ҫӗршывсенче эфира тухать.
Relax FM – лӑплантаракан юрӑ-кӗвӗ радистанцийӗ, эфирта диджейсем ҫук.

Паян Шупкашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче троллейбус линийӗ татӑлса кайнӑ. Ку «Мегастрой» гипермаркетран инҫех мар Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайнӗ ҫӗрте пулнӑ.
Пралук ҫул ҫинех ӳкнӗ. Транпортӑн ун ҫине пырса кӗрес мар тесе айккинчен юр тӑрӑх иртсе кайма тивет.
Аварие пула троллейбуссем чарӑнса ларнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан амӑшӗпе ывӑлӗ ултавҫӑсене 60 ытла счет ҫине 5 млн та 300 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 1 млн тенки – хӑйсен, ыттисем вара – банкран кредит илнисем.
24-ри ывӑлӗ патне «телефон операторӗ» шӑнкӑравласа сим-картта килӗшӗвне тӑсма ыйтнӑ. Вӑл иккӗленмесӗрех смс-ҫырупа килнӗ кодсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн вара палламан хӗрарӑм хӑратма тытӑннӑ: терроризма пулӑшнӑшӑн каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ имӗш. Хайхискер укҫа-тенке хӳтӗлеме «банкри счета ҫӗнетмеллине» пӗлтернӗ.
Пӗррехинче калаҫнӑ чухне каччӑ килте 51-ри амӑшӗ пурри пирки каланӑ. Палламан хӗрарӑм телефона амӑшне пама хушнӑ, унӑн укҫи Украина ҫарӗсене пулӑшма каять тесе хӑратнӑ, ҫавӑнпа «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма сӗннӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Республикӑн стоматологи пульницин тӗп врачӗ пулма 51 ҫулти Роман Матвеева шаннӑ.
Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Питпе янах шӑммин хирургӗ, стоматолог, медицина наукисен докторӗ.
Республикӑн стоматологи пульницин тӗп врачӗнче тӑрӑшнӑ Николай Уруков Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче тӗп врачра ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Инкек кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Шуршӑл проездӗнче пулса иртнӗ. Патшалӑхӑн автоинспекцийӗ малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Volkswagen Passat» хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Toyota RAV4» машинӑпа ҫапӑннӑ.
Фольксвагента ларса пынӑ тӑватӑ пассажира, ҫав шутран виҫҫӗшӗ 15, 12 тата 9 ҫулсенчи ачасем, пульницӑна илсе кайнӑ. Водителе те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Чӑваш Енри ҫыравҫӑсемпе поэты юлашки темиҫе ҫулта пӗрмаях литература ёлки ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна йӗркеленӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӗсем сӑвӑсем вулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ те.
Чи илемлӗ вулакана тата юрлакана Хӗл Мучипе Юрпикен дипломӗсемпе чыслаҫҫӗ.
Кӑҫалхи литература ёлки вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Суркина поэта тата Шупашкарти Александр Речкин барда палӑртнӑ. Кӑҫал тата «Литература ёлки-2026» парнепе те шухӑшласа кӑларнӑ. Унпа Лидия Филиппова писателе тата журналиста хавхалантарнӑ.
Литература ёлкинче Раиса Воробьева, Владимир Мишшан, Людмила Исаева, Марина Туманова, Григорий Михайлов, Александр Шпаннагель, Наталья Шмелёва, Наталья Селезнёва пулнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫичӗ ҫулти арҫын ача амӑшӗн 53 пин тенкине ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Укҫа амӑшӗн банк картти ҫинче пулнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ ачине килте пӗччен хӑварнӑ чухне ун патне шӑнкӑравлама май килтӗр тесе телефон парса хӑварнӑ.
Ача «тӳлевсӗр роблокслӑ» пулма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ асӑрханӑ. Вӑл ҫав каҫӑпа иртсен унпа темле хӗрарӑм ҫыхӑннӑ. Хайхискер ачана телефон экранӗн сӑн ӳкерчӗкне ярса пама ыйтнӑ.
Хӗрарӑм каланине итлесе ача амӑшӗн банк приложенине кӗрсе кайса темиҫе номер ҫине укҫа куҫарса панӑ. Пурӗ 53 пин тенкӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 101 ҫулти Алексей Афанасьева вырӑнти администраци Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама килнӗ. Ватӑ ҫынна хаваслӑ туйӑм парнелес тесе вӗсем Хӗл Мучи тата Юр пике пек тӑхӑнса килнӗ.
Алексей Афанасьев– вӑрҫӑ ветеранӗ, вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Сумлӑ ветерана «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята та панӑ.
Сӑмах май, Алексей Афанасьевич питӗ илемлӗ ҫуртра пурӑнать: пӗренесене тӗрлӗ тӗспе сӑрласа илемлетнӗ.

Чӑваш Енри муниципалитетсенче те Ҫӗнӗ ҫулта фейерверк яма чарасшӑн. Ҫакӑн пек сӗннӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
«Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Етӗрне тӑрӑхӗсенче раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗччен пушара хирӗҫ кӗрешмелли ятарлӑ режим йышӑннӑ. Ытти муниципалитета та вӗсенчен тӗслӗх илме сӗнетӗп», — тенӗ Элтепер.
Асӑннӑ хуласемпе районсенче ҫав вӑхӑтра пиротехникӑпа та усӑ курма чарнӑ.
